Политика
![]() chuvash.er.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Артамонова шаннӑ. Ун пек хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫак кунсенче Сергей Геннадьевич Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ пулнӑччӗ. Унччен вӑл ял хуҫалӑх министрӗ пулса ӗҫленӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян ҫанталӑк ӑшӑ, термометр 12 градус кӑтартать. Анчах ҫил вӑйлӑ, вӑл ыран кӑна лӑпланать. Ыран кӑштах сивӗтӗ, 3-8 градус ӑшӑ пулӗ. Кайран темиҫе кун хӗлпе ҫуркунне кӗрешӗ. Шӑматкун каҫхине йӗпе юр ҫӑвӗ, ҫӗр шуралӗ. Термометр «минус» кӑтартӗ, ҫулсем шуҫлак пулӗҫ. Вырсарникун хӗвел пӑхӗ. Каҫхине каллех юр ҫӑвӗ. Чи сивӗ кун ытларикун пулӗ. Каллех ҫил вӑйланӗ. Ҫитес эрнен иккӗмӗш ҫурри хӗвеллӗ пулӗ, сывлӑш 5-10 градус таран ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан Роман Решнов социаллӑ контракт пулӑшнипе хӑйӗн мастерскойне уҫнӑ. Унта арҫын ятарлӑ техникӑна юсать. Роман Решнов патшалӑх панӑ укҫапа усӑ курса уҫнӑ мастерскойра ял хуҫалӑх, вӑрман тата ҫул-йӗрпе строительство техникин саппас пайӗсене туса кӑларать тата вӗсене юсать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Николай Ытарай сӑвӑҫӑн кӗнекине куҫ начар куракан ачасем валли пичетлесе кӑларнӑ. Унпа Л.Н. Толстой ячӗллӗ вулавӑшра паллашма пулать. Кӗнекери сӑвӑсене брайлер шрифчӗпе пичетленӗ. Кӑларам ячӗ — «Чӗр чунсем – пирӗн туссем» = «Животные – наши друзья». Ӑна ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа кун ҫути кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, Николай Васильевичӑн кӗнекине унччен апла шрифтпа пичетлесе кӑларман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() dzen.ru сайтри сӑн. Алина Денисова - сулахайри Ижевск хулинче «Атӑлҫи федераци округӗн мисӗ тата мисиссӗ» илем конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Енри, Удмуртири, Пушкӑртстанри тата Тутарстанри 99 чиперкке тупӑшнӑ. Пирӗн ентеш Алина Денисова «Атӑлҫи федераци округӗн мисиссӗ» ята ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Канаш округӗнче ҫуралса ӳснӗ, халь Ижевск хулинче ӗҫлесе пурӑнать. Вӑл - усламҫӑ. Ача ҫурчӗсене, йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене, килсӗр чӗрчунсене пулӑшать. Халӗ Мускаври конкурса хутшӑнма хатӗрленет, пурӑна киле тӗнче шайне тухма ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш эстрада юрӑҫи Ольга Осипова пӗтӗм тӗнчери «Музыка караванӗ» хит-парадра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Унӑн «Пӗлӗт, пӗлӗт» юрри 500 юрӑран чи лайӑххи пулнӑ. Ольга хӑйех юрӑсем ҫырать. Вӑл ултӑ чӗлхепе юрлать. Кунсӑр пуҫне «Юхха» фильмра ӳкерӗннӗ, унти трюксене хӑйех пурнӑҫланӑ. Палӑртмалла: Ольга Элӗк тӑрӑхӗнчи Атмалкассинче ҫуралнӑ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ. |
Политика
![]() Сергей Артамонов архивӗнчи сӑн Сергей Артамонов текех ял хуҫалӑх министрӗ мар. Халь Миристрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене те пурнӑҫламасть. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Унччен Сергей Геннадьевич икӗ должноҫре те ӗҫленӗ. Сергей Артамонов ял хуҫалӑх министрӗнче 2015 ҫултанпа ӗҫленӗ.2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе вице-премьер пулнӑ. |
Сывлӑх
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ҫӗнӗ больница тӑвасшӑн. Ҫак темӑна республика Элтепере Олег Николаев Мускавра пулнӑ чухне Раҫҫейӗн строительство министрӗпе Ирек Файзуллинпа тӗл пулсан хускатнӑ. Шупашкарта Республикӑн клиника больницин ҫӗнӗ комплексне тӑвасшӑн. Проектпа пӑхҫа хӑварна тӑрӑх, больницӑн корпусне, Президент перинаталь центрне, Васкавлӑ пулӑшу больницине тата Республикӑн судпа медицина бюровӗн экспертизин тата Инкексен тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн медицинин республикӑри центрӗн окрпусӗсене тӑвасшӑн. Комплексӑн пӗтӗмӗшле хӑвачӗ 1424 койкӑпа танлашӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Россельхознадзор тунӑ сӑн Пушӑн 5-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем ҪҪХПИпе пӗрле А-151 автоҫулӑн 95-мӗш ҫухрӑмӗнче машинӑна чарнӑ. Вӑл Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртама кайма тухнӑ. Фургонра 6 мӑйракаллӑ шултра выльӑх пулнӑ - 4 ӗне те 2 пӑру. Вӗсен ветеринари сертификачӗсем пулман. Машинӑра пӗр вилнӗ ӗне пулнӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, выльӑха Тутарстана туяннӑ, ҫул ҫинчи кӗтмен лару-тӑру сиксе тухнӑран пӗр ӗнине пусма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kaliningrad.rbc.ru сайтри сӑн ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ӗҫ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене паракан тӳлеве ӳстерме йышӑннӑ. Малашне вӗсем 179 тенкӗ ытларах илӗҫ. Ҫак тӳлеве нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен 11,04 процент индексацилӗҫ. Ӗҫ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем уйӑхсерен 1802 тенкӗ парӗҫ /1623 тенкӗ пулнӑ/. Политика репрессийӗнчен шар курнисене 3842 тенкӗ тӳлӗҫ /3460 тенкӗ пулнӑ/. Реабилитаци тунӑ ҫынсене 4315 тенкӗ парӗҫ /3886 тенкӗ пулнӑ/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |