|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӗҫӗр республикӑра самая шӑнтнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес икӗ каҫ та шӑнтӗ. Уйрӑмах — тунтикун каҫхине. Синоптиксем паянтан ылтӑн кӗркунне пуҫланнине пӗлтереҫҫӗ, уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ, анчах ун хыҫҫӑн каҫсерен шӑнтма пӑрахӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче республикӑна ӑшӑ килме пуҫлӗ, кӑнтӑрласерен 11-16 градус таран ӑшӑтӗ. Ҫил тӳлек вӗрӗ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ылтӑн кӗркунне вӑраха тӑсӑлма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра ҫулсерен ирттерекен кӗмӗл волонтёрсен республикӑри конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Конкурса заявкӑсене республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа пӗр уйӑх хушши йышӑннӑ. «Ҫӗнтерӳ волонтёрӗ» номинацире Шупашкарти Людмила Порфирьева ҫӗнтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм салтаксене нумай пулашать иккен. «Наставник — волонтер» номинацире Патӑрьел районӗнчи Мидхать Шакиров ҫӗнтернӗ. Вӑл ачасене ӳнер урлӑ Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет иккен. Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Людмила Осипова — «эко-волонтер». Вӑл «ЭкоЛогики «от А до Я» ятлӑ шкул шухӑшласа кӑларнӑ. «Социаллӑ экспресс» номинацире ҫӗнтернӗ Улатӑрти Ирина Сидякина хастар пулса ӗмӗре вӑрӑмлатма вӗрентет. Ҫӗнтерӳҫӗсене кӗмӗл волонтёрсен «Кӗмӗл чун» республикӑри тӑваттӑмӗш форумӗнче чыслӗҫ. Мероприяти хальхинче Ҫӗмӗрле хулинче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru порталтан илнӗ скриншот Чӑваш Ен Элтеперне суйланнӑ, ятарлӑ процедура — инаугураци — витӗр тухса должноҫе йышӑннӑ Олег Николаев республика Правительствине отставкӑна янӑ. 157-мӗш номерлӗ Хушӑва Элтепер иртнӗ эрнерех, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех, алӑ пуснӑ. Тӗрӗссипе каласан, ку документран тӗлӗнме кирлӗ мар. Йӗрки-курки ҫавӑн пек. Асӑннӑ йышӑнӑва Олег Николаев Чӑваш Ен Конституцийӗн 72-мӗш тата 91-мӗш статйисемпе килӗшӳллӗн тунӑ. Ҫӗнӗ Правительствӑна ҫирӗплетиччен унчченхи йышӑн малтанхиллех ӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикинчи вӗрентекен ҫӗршыври конкурса хутшӑнса чи маттур 20 педагог йышне кӗме пултарнӑ. Сӑмах – Куславккари 3-мӗш шкулта биологипе хими предмечӗсене вӗрентекен Алевтина Алексеева пирки. Вӑл «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ – 2025» конкурса хутшӑнать. Ҫамрӑк педагог Санкт-Петербургра иртнӗ тапхӑрта хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартса финала лекнӗ. Вӗрентекен республика чысне малалла хӳтӗлӗ. Финал Мускав облаҫӗнче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() "Контактри" сӑн Пирӗн алӑ ӑстисем Махачкалара иртекен «Уҫӑ Дагестан» Пӗтӗм Раҫҫейри туризм форумне хутшӑнаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах унта халӑх промыслисен «Йӑла-йӗрке управҫисем» халӑхсен хушшинчи фестиваль иртет. Унпа килӗшӳллӗн Раҫҫейри, Беларуҫри тата Кӑркӑсстанри ӑстасен хӑйсен отраслӗн пуласлӑхне сӳтсе яваҫҫӗ, Кавказ регионӗсенчи майсемпе паллашаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Олег Николаев инаугураци кунӗнче Федераци Канашне республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫран сенатора палӑртнӑ. Хальхинче те вӑл Николай Федоров пулӗ. Ку унӑн – виҫҫӗмӗш срок. Николай Васильевич 1993-2010 ҫулсенче Чӑваш Республикин президенчӗ пулнӑ, 2012-2015 ҫулсенче – РФ ял хуҫалӑх министрӗ. 2015 ҫултанпа – Федераци Канашӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫавӑн пек ятлӑ спектакль хатӗрлеме тытӑннӑ. «Сире каламалли кӑмӑллӑ хыпар тата та пур пирӗн: театрта тепӗр ҫӗнӗ спектакль пиҫсе пырать!» — хыпарланӑ культура учрежденийӗн халӑх тетелӗнчи страницинче. Камит авторӗ — Флорид Буляков иккен. Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» камитне лартма хатӗрлесе ҫитернӗ эскизсемпе театрӑн художество канашне Алексей Ложкин режиссёр тата Валентин Федоров художник паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре Атӑла тасатмалли федераци программипе усӑ курса Ҫӗнӗ хулара тасатмалли сооружение халӗ те хута яманни пирки федераци шайӗнче каллех ыйту хускатнӑ. Атӑла тата Байкала тасатмалли программӑсене вырӑнсенче епле пурнӑҫланине РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Жанна Рябцева тӗрӗслет. Чӑваш Ене 400 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ иккен, анчах ӗҫе пурнӑҫламан. Жанна Рябцева укҫана вӑрланӑ тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Культура
![]() Чӑваш академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикине кайма хатӗрленеҫҫӗ. Унта вӗсем курма мар, фестивале тухса кайӗҫ. Б. Басангов ячӗллӗ Калмӑк наци драма театрӗнче «Манджиев ФЕСТ» регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 7-мӗшӗччен пырӗ. Чӑваш театрӗ сцена ҫине юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Аманнӑ шӑпа» спектакльпе тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирхине Украина беспилотникӗсем Ҫӗрпӳ округӗнчи Кӑнар поселокӗнчи нефть уҫлакан станцие тапӑннӑ Ҫапла пӗлтернӗ республика Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, беспилотниксем станцие пысӑках мар сиен кӳнӗ, унӑн ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарса лартнӑ. Телее, никам та шар курман, поселок ҫыннисемшӗн хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
