Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра каллех юсав ӗҫне пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Анчах хальхинче — самолетсене анса лармалли тата вӗҫсе хӑпарса каймалли ҫула.

Аэропорта тӗплӗн юсама халӗ подрядчика шыраҫҫӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ - 819 миллион та 494 пин тенкӗ.

Ӗҫӗн заказчикӗ - «Администрация гражданских аэропортов» (чӑв. Граждан аэропорчӗсен администрацийӗ) федерацин патшалӑхӑн унитарла предприятийӗ. Юсава аэропорт ӗҫленӗ вӑхӑтрах пурнӑҫласшӑн. Юсав вӑхӑчӗ — 1 ҫулта пӗр уйӑх ҫурӑ.

Аэродрома тӗплӗн юсамалли проект патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ.

 

Экономика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри хӑш-пӗр предприяти тӑкаклӑ ӗҫлет. Промышленность отрасльне илсен, кун пеккисен хисепӗ кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче 27,7 процент таран пулнӑ. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ ҫав тапхӑрта ун пеккисем 24,7 процент пулнӑ.

Чӑвашстат хыпарланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи 4 уйӑхра 92 пысӑк тата вӑтам предприяти тӑкаклӑ ӗҫленӗ. Вӗсен тӑкакӗ – 3,287 млрд тенкӗ.

Экономика енчен ӑнӑҫлӑ компанисене илсен, вӗсем 30,792 млрд тенкӗ тупӑш туса илнӗ. Ун пек предприятисем республикӑра – 240.

 

Культура

Хамӑрӑн ентеше Владимир Тяптушкина кӗҫех «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалӑн черетлӗ сезонӗнче курӑпӑр. Сериал экран ҫине «Ландыши. Вторая весна» ятпа тухӗ.

Палӑртса хӑварар: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара ҫуралнӑ. Вӑл сериалӑн ҫӗнӗ сезонӗнче Демьян рольне вылять. Сӑмах май, ку кинопроект ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче чи лайӑххисен йышне кӗнӗ.

Сериалӑн ҫӗнӗ сезонӗ экран ҫине ҫитес ҫул тухӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Шупашкарти Коммуналлӑ Слобода урамӗнче ача аварие ҫакланнӑ.

Амӑшӗ 5 ҫулти хӗрӗпе юраман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ҫӑмӑл машина тӗлне лекнӗ.

Ҫакӑ паллӑ: 39 ҫулти водитель урӑ пулнӑ, алкотестер 0 кӑтартнӑ. Машина айне лекнисем — Шупашкара урӑх хуларан килнӗскерсем.

Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.

 

Хулара

Ҫӗмӗрле хулинче Владимир Ильич Ленинӑн палӑкне… ҫӳп-ҫап купи ҫинче тупнӑ. Кунашкал сӑнӳкерчӗк вырӑнти пабликсенче курӑннӑ. «Ҫӗмӗрлери декоммунизаци: унта хула лапамӗнчи Ленин палӑкне свалкӑна янӑ», - тесе ҫырнӑ унта.

Кивӗ монумента тӗп лапамран илсе пӑрахнӑ. Ун вырӑнне ҫӗннине лартнӑ, анчах вӑл калӑпӑшӗпе унчченхинчен пӗчӗкрех.

 

Пӑтӑрмахсем
 t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче карас ҫыхӑнӑвӗн вышки ҫуннӑ. Инкек сӑлтавӗ — электрообрудовани юсавсӑрлӑхӗ.

Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вут-ҫулӑм телекоммуникаци шкапӗнче алхаснӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ пушарпа кӗрешенкесем ҫулӑма хӑвӑрт сӳнтернӗ, ҫавна май пысӑк тӑкак тӳсмен.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 107-мӗш театр сезонне хупнӑ.

Иртсе кайнӑ сезонта театрта ҫичӗ ҫӗнӗ спектакль кӑтартнӑ, культура учрежденийӗ пысӑк фестивальсене хутшӑннӑ, хӑй те калӑпӑшлӑ гастрольсем тата вӗренӳ проекчӗсем йӗркеленӗ.

Театрта сезон хупӑннӑ хыҫҫӑн унта Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн II чӑваш биеннали иртӗ. Халӗ вара унта «Театрти ҫу» театр уйлӑхӗ ӗҫлет, унта ҫӳрекенсем мини-спектакль лартса парӗҫ.

108-мӗш сезон та театрта кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Кушник ялӗнче пурӑнакансем Иван Купала уявӗ ячӗпе пухӑннӑ.

Унта ачасем язычествӑри хӑш-пӗр йӑла-йӗркепе паллашнӑ, кӑшӑлсем ҫыхнӑ, сиплӗ чей ӗҫнӗ.

Кайран вара чечекрен ҫыхнӑ кӑшӑла пуҫа тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑнӑ. Ҫапла аслисемпе ачасем Иван Купала уявне хаваслӑ ирттернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_77578
 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

ЧР Элтеперӗҫн пресс-секретарӗ Борис Краснов кӑҫал нарӑсӑн 10-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн ку вырӑн пушӑ пулнӑ. Акӑ халӗ тинех, ҫур ҫултан, Элтепер валли пресс-секретарь тупӑннӑ.

Ку пукана Григорий Буйлов йышӑннӑ. Вӑл Удмурт Республикинче Ижевск хулинче ҫуралнӑ. 1998 ҫултанпа медиара ӗҫленӗ, PR тата информаци сферинче тӗрлӗ должноҫ йышӑннӑ. Унӑн биографийӗ Севастополь кӗпӗрнаттӑрӗ пулнӑ Дмитрий Овсянниковпа тачӑ ҫыхӑннӑ.

 

Раҫҫейре

Унччен союзлӑ республика пулнӑ ҫӗршывра пурӑнакан вырӑс тымарӗллӗ ҫамрӑк арҫын Шупашкарта тӗпленме ӗмӗтленет.

26 ҫулти арҫын Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин хӑйӗн ҫӗршывӗнчи элчелӗхне репатриант патшалӑх программине хутшӑнас ӗмӗтлине пӗлтерсе заявлени панӑ. Ун пек программӑна пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ 2023 ҫулта йышӑннӑ.

Ҫамрӑк арҫыннӑн амӑшӗн аслашшӗ Сарту облаҫӗнчен пулнӑ иккен. Ҫемьере тӑване вилни ҫинчен калакан хут ҫеҫ юлнӑ. Хыпара тӗрӗслеме Сарту облаҫӗн патшалах архивне ыйтса ҫырнӑ. Ҫав ҫын Самар кӗпӗрнийӗнчи (халӗ Сарту облаҫӗнчи) Натальино ялӗнчен пулнине палӑртнӑ.

Кӑҫал 26-ри арҫынна маларах асӑнна программӑна кӗртнӗ, вӑл Чӑваш Енре ӗҫлесе пурӑнма ӗмӗтленет.

 

Страницӑсем: 1 ... 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, [25], 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, 33, 34, 35, ... 3957
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ вӗренӗве тарӑнлатассипе, юридици тата ют ҫӗршыв ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тумалли пӗлтерӗшлӗ самант. Пӗрисем унчечнхи чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем экзамен ӑнӑҫлӑ тытӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем вара килӗшнӗ ҫыннӑн чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе тума хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр те вӗсемпе хӑвӑра кирлӗ пек усӑ курӑр.

Ҫурла, 11

1977
48
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...