Пӑтӑрмахсем
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан арҫын эрех ӗҫсен руль умне ларма юратать. Нумаях пулмасть ӑна патшалӑх автоинспекцийӗн экипажӗ асӑрханӑ. Вӑл мотоблокпа пынӑ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме вӑл килӗшмен, унӑн водитель прави те нихӑҫан та пулман-мӗн. 45-ри арҫын унччен те ӳсӗрле руль умне ларнӑ. Маларах ӑна мопедпа пынӑ чухне тытса чарнӑ. Ун чухне ӑна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупса хунӑ. Хальхинче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче тунтикунсерен иртекен ӗнерхи планеркӑра ҫуллахи кану тапхӑрне епле хатӗрленнине те сӳтсе явнӑ. Кӑҫал пирӗн республикӑра 8 пляж уҫасшӑн, вӗсенчен 5-шӗ Шупашкарта пулӗ, пӗрерӗшӗ — Ҫӗнӗ Шупашкарта, Куславккапа Етӗрне тӑрӑхӗсенче. Унсӑр пуҫне ҫынсене канмалли 120 ытла вырӑн хатӗрлемелле. «Часах шӑрӑх ҫанталӑк пуҫланӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫынсем пляжсене кайма пуҫлӗҫ. Вӗсене хӑвӑртрах хатӗрлесе ҫитермелле», — хушса каланӑ республика ертӳҫи Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Культура институчӗн концерт залӗнче пултаруллӑ балетмейстерӑн, педагогӑн, Людмила Нянинӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртӗ. Сцена ҫине Культура колледжӗн студенчӗсем, ача-пӑча ансамблӗсен воспитанникӗсем тухӗҫ. Вагаповсем, «Катюша» тата «Сарпике» халӑх ташшин коллективӗсем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсем те пулӗҫ. Пултарулӑх каҫӗ ӳнер ӗҫӗнче нумай ҫул тӑрӑшнӑ Людмила Нянинӑн хӑйне евӗрлӗ пултарулӑхӗпе паллаштарӗ. Нянина Людмила Николаевна ҫинчен тӗплӗнрех Рувикин чӑваш уйрӑмӗнче вуласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн агропромышленноҫӗн малашлӑхлӑ пилӗк бренчӗ «Знай наших» (чӑв. Пирӗннисене пӗл) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса хутшӑнать. Конкурс хамӑр ҫӗршыври брендсемпе паллаштарас, вӗсене аталанма пулӑшас тӗллевӗллӗ. Конкурса «Сильные идеи для нового времени» (чӑв. Ҫӗнӗ саманари вӑйлӑ шухӑшсем) форум ирттернӗ май йӗркелеме йышӑннӑ. Пирӗн республикӑран конкурса «Пехет» агромаркет, «Чебо» чипс, «Пернатая долина» (Канашри кайӑк-кӗшӗк фабрики), «Чӑваш пылӗ» («Мелилотус») тата «Чӑваш хӑмли» предприятисем заявка панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хальхи вӑхӑтра ял-хулара ача-пӑча мотоциклпа вӗҫтерсе ҫӳренине час-часах курма пулать. Ӗнер Шупашкар районӗнчи Янашкасси ялӗнче 12 ҫулхи ача питбайкпа пынӑ. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл 15 ҫулти пассажира та лартнӑ. Урапа ҫулӗпе пынӑ чухне яш руле айккинелле пӑрса янӑ та мотоцикл ҫаврӑнса ӳкнӗ. Инкекре яшсем аманнӑ, ҫамрӑк водитель вара пульницӑра, травматологи уйрӑмӗнче, сипленӗ. Питбайк хуҫи — 12-ри ачан ашшӗ-мӗн. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Йӗрке хуралҫисене вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, ывӑлӗ мотоцикла хӑй тӗллӗн, ашшӗнчен ыйтмасӑр чӗртсе тухнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() "Контактри" сӑн Улатӑр округӗнчи пульницӑра ҫамрӑк педиатр ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл унта «Земство тухтӑрӗ» патшалӑх программипе усӑ курса кайнӑ. Михаил Зайцев ача чухнех педиатр пулма ӗмӗтленнӗ. 5-мӗш класра пулас професси пирки сочинени ҫырма ыйтсан та вӑл кун пирки каланӑ. Ҫавӑнтанпа унӑн шухӑшӗ улшӑнман. Сӑмах май, пӗлтӗр ку программӑпа 62 тухтӑр тата вӑтам звенори 37 медӗҫчен усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Патӑрьел округӗнче рысак лашасен «Ҫӗнтерӳ кубокӗ» ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. «Солнечный» ипподромра иртнӗ тупӑшӑва республика округӗсенчи 21 лаша хутшӑннӑ. Тӗп парнене – Ҫӗнтерӳ кубокне – «Чацкий» ятлӑ тиха ҫӗнсе илнӗ. Унӑн хуҫи – Шӑмӑршӑ округӗнчи Илья Хлюкин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Унччен синоптиксем пӗлтернӗ пекех, уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑтма тытӑнӗ. Ыран термометр 20 градус таран ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫапла эрне вӗҫӗчченех пулӗ. Хӑш-пӗр кун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере каллех сивӗтӗ. Синоптикем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑна ҫуллахи пек ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ. Хальлӗхе вара, ҫитес 10 кунра, республикӑра ҫанталӑк климат норминчен 10 градус сивӗрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Иртсе кайнӑ пӗр талӑкра пирӗн республикӑра 8 хутчен пушар тухнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вут-ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Пушар Коммунистически урамри общежитире тухнӑ. Унти пӗрремӗш хутра сӗтел-пукан ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерме 3 техника пырса ҫитнӗ. Ҫынсем шар курман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Контактри» сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 10-11-мӗшӗсенче Шупашкар округӗнче «Ясна музыка» фестиваль 4-мӗш хут иртӗ. Кӑҫал унта пӗрремӗш хут ытти регионтан та пухӑнӗҫ. Кӑҫал фольклорти тата хальхи музыкӑри тараватлӑх йӑлисене уҫса парӗҫ. Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче «Ясна» этнокомлексра конкурсҫӑсем пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ, ӑсталӑх класӗсем, эскурисисем иртӗҫ, наци культурипе паллаштарӗҫ. Концерт 17 сехетре пуҫланӗ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче гала-концерт Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Унта Раҫҫей тата пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем сцена ҫине тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.