Спорт
![]() Людмила Михуткина ветерансен хушшинче иртнӗ ӑмӑртуран виҫӗ медальпе таврӑннӑ. Хӗрлӗ Чутай округӗнчи спортсменка Беларуҫ Республикинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ чемпионатра тупӑшнӑ. Вӑл 75-79 ҫулсенчи хӗрарӑмсен йышӗнче ӑмӑртнӑ. Пирӗҫ ентеш пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине виҫӗ хутчен тӑнӑ. Вӑл 100 метр чупса, сӑнӑ ывӑтса тата 5 пин метра хӑвӑрт утса ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть Шупашкарти ӳнер музейӗнче унтан кӑҫал вӗренсе тухнисене чысланӑ. Пурӗ 59 ҫамрӑк дизайнерпа художник дипломне илнӗ. Дипломлӑ специалистсене саламлама республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова пырса ҫитнӗ. Пиллӗкпе ҫеҫ вӗреннисене вӑл дипломсемпе хавхалантарнӑ. Училище директорӗ Владимир Ануфриев саламлан, ӳнер училищине ан манса кайӑр, килсех ҫӳрӗр тесе чӗнсе каланӑ май такӑр ҫул суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) культурӑпа курав центрӗнче Людмила Лоскутова уйрӑм ҫын коллекцийӗнчи картинӑсен «Вернисаж души» (чӑв. Чун вернисажӗ) куравӗ уҫӑлнӑ. Куракансене унта Чӑваш Енри паллӑ ӳнер ӑстисен живопись тата графика ӗҫӗсемпе, пурӗ 80 картинӑпа, паллаштараҫҫӗ. Унта Николай Карачарсков, Николай Овчинников, Виктор Немцев, Анатолий Рыбкин, Раиса Терюкалова, Нина Алимасова, Станислав Воронов, Анатолий Силов тата ытти художник, пурӗ 33 ҫыннӑн, ӗҫӗсем пур. Тӑван тӑрӑхӗн ытарайми илемӗпе хавхаланнӑ Людмила Лоскутова ҫав картинӑсене 40 ҫул ытла пухса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта Марина Назарова ҫемье психологӗпе час-часах тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ. Вӑл унта тӑрӑшакан социаллӑ ӗҫченсемпе те, специалистсемпе те курса калаҫнӑ. Паян вара вал учреждени ҫумӗнчи уйлӑхра канакан ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ. Марина Геннадьевна шухӑшланӑ тӑрӑх, пурнӑҫра пулса иртекен пӗр пулӑм та ытахальтен мар. Ҫынна кӳрениччен хамӑр утӑмӑра тишкермелле. Ҫынна тав тума е унран каҫару ыйтма пӗлни те калама ҫук пӗлтерӗшлӗ. Ачасем те унӑн сӑмахне чунтан итленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра ҫул-йӗр ҫинчи аварире 33 тискер чӗр чун вилнӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ҫут ҫанталӑк министерстви. Ҫав йышра 19 пӑши, 13 хир качаки, пӗр хир сысни. Сунар инспекторӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫулла тискер чӗр чунсем машина айне лекес хӑрушлӑх уйрӑмах пысӑкланать. Хальхи вӑхӑтра вӑрманта хӑйсем тӗллӗн пурӑнма хӑнӑхман ҫамрӑк пӑши нумай, вӗсем час-часах ҫул ҫине тухаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне чӗр чунсем шӑна-ӳпре тапӑннипе те вӑрмантан тухса тараҫҫӗ. Водтелӗн ҫапса кайнӑ чӗр чуншӑн штраф тӳлеме тивӗ: пӑшишӗн — 80, хир качакишӗн — 40, хир сыснишӗн — 30, мулкачшӑн — 1 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн. Сӑнӳкерчӗкре — Эльвира Платонова Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх кунӗ умӗн республикӑри 50 ҫултан кая мар пӗрле пурӑнакан мӑшӑрсене чысласси йӑлара. Кӑҫал 7 мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденне парӗҫ. Ҫак йышра — Красноармейски округӗнчи Геннадипе Галина Ивановсем тата Владимирпа Галина Филипповсем, Куславкка тӑрӑхӗнчи Евграфипе Людмила Ивановсем, Пӑрачкав округӗнчи Владимирпа Валентина Кулясовсем, Улатӑр округӗнчи Александрпа Лидия Маланьинсем, Елчӗк тӑрӑхӗнчи Петрпа Зоя Поповсем, Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Геннадипе Нина Ухлиновсем. Ҫавӑн пекех 5 ача ҫуратнӑ икӗ хӗрарӑма амӑшӗн мухтавӗн «Анне» паллине чыслӗҫ. Ӑна Хӗрлӗ Чутай округӗнчи Эльвира Платонова тата Куславкка тӑрӑхӗнчи Екатерина Шильгачева тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Ӗслев министерстви пӗлтернӗ тарах, кӑҫал Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн 2 эрнене яхӑн канӑпӑр. Канмалли кунсем раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа карлачӑн 11-мӗшӗччен пулӗҫ. Ҫапла 12 кун ӗҫе тухмалла мар. Ҫулталӑк тӑршшӗпе 3 куна тӑсӑлакан кану кунӗсем 5 хутчен пулӗҫ: кӑрлач уйӑхӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин явӗнче, пуш уйӑхӗнче Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, ҫу уйӑхӗнче Ҫуркуннепе Ӗҫ тата Ҫӗнтерӳ кунӗсенче, ҫӗртме уйӑхӗнче Раҫҫей кунӗнче. Ку – малтанлӑха палӑртнӑ календарь. Хальлӗхе ӑна ҫирӗплетмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ене ыран, ута уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗн Федерацин Атӑлҫи округӗнчи элчи килӗ. Вӑл «Навигационная безопасность – 2025» (чӑв. Навигаци хӑрушсӑрлӑхӗ - 2025) наци форумне уҫма хутшӑнӗ. Унта навигаци тытӑмӗпе инфраструктура хӳтӗлевӗн нацин хӑрушсӑрлӑхне тата ҫӗршывӑн технологи суверенитетне сӳтсе явӗҫ. Игорь Комаров республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене те ҫитсе курӗ, унта канашлусемпе тӗлпулусем ирттерӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ача-пӑчапа ҫамрӑксен театр коллективӗсен «Театр Атӑлҫийӗ» фестивалӗн ҫӗнтерӳҫисемпе курса калаҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем утӑ уйӑхӗнче мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ. Пӗрремӗш декадӑра сивӗрех ҫанталӑк пулӗ. Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш декадӑра вара кӑнтӑрласерен 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен – 15 градус. Ку – утӑ уйӑхӗнчи норма. Чи шӑрӑх кунсем утӑ уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче пулӗҫ. Типӗ ҫанталӑк пуласран хӑрамалла мар – хушӑран аслатиллӗ ҫумӑрсем ҫукалӗҫ. Пӗтӗмшле илсен, утӑ уйӑхӗ климат нормипе килӗшсе тӑрӗ е кӑштах сивӗрех пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Контактри» сӑн Чӑваш Ене паллӑ телеертӳҫӗ Юлия Барановская килни пирки пӗлтернӗччӗ . Вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесемпе тӗл пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — «Чӑваш Ен» ПТРК режиссерӗн Николай Семеновӑн ҫемйи. Тепри — сӑнӳкерчӗкри. Кӗҫех вӗсем пирки ӳкернӗ сюжета Пӗрремӗш каналпа пыракан «Большие семьи большой страны» кӑларӑмра курма май пулӗ. Юлия Барановская телеертӳҫӗ республика Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа та тӗл пулнӑ, ачаллӑ ҫемьесене мӗнле пулӑшни пирки калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл кӳлмекре уҫӑлса ҫӳренӗ, Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттин музейӗпе паллашнӑ. Телеертӳҫе Чӑваш Ен килӗшнӗ, кунта тепре килес шухӑш пуррине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |