Ҫул-йӗр
![]() pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Етӗрне районӗнчи Исампай ялӗнчи урамсене вак чул сарса тухма 91,1 миллион тенкӗ тухса кайӗ. Пӗр енлӗ ҫула пурӗ 2 километр ытларах йӗркене кӗртмелле. Ҫула Совет, Ленин тата Комсомольски урамӗсенче сарасшӑн. Строительство ӗҫне 5 уйӑхра пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Анчах ҫак ӗҫе пурӗ 3 ҫул хушши тӑвӗҫ. Пӗчӗкшерӗн: 2025 ҫулти авӑн уйӑхӗнче, 2026 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-20-мӗшӗсенче, 2027 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ аэропортра каллех юсав ӗҫне пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Анчах хальхинче — самолетсене анса лармалли тата вӗҫсе хӑпарса каймалли ҫула. Аэропорта тӗплӗн юсама халӗ подрядчика шыраҫҫӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакӗ - 819 миллион та 494 пин тенкӗ. Ӗҫӗн заказчикӗ - «Администрация гражданских аэропортов» (чӑв. Граждан аэропорчӗсен администрацийӗ) федерацин патшалӑхӑн унитарла предприятийӗ. Юсава аэропорт ӗҫленӗ вӑхӑтрах пурнӑҫласшӑн. Юсав вӑхӑчӗ — 1 ҫулта пӗр уйӑх ҫурӑ. Аэродрома тӗплӗн юсамалли проект патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри хӑш-пӗр предприяти тӑкаклӑ ӗҫлет. Промышленность отрасльне илсен, кун пеккисен хисепӗ кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче 27,7 процент таран пулнӑ. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ ҫав тапхӑрта ун пеккисем 24,7 процент пулнӑ. Чӑвашстат хыпарланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи 4 уйӑхра 92 пысӑк тата вӑтам предприяти тӑкаклӑ ӗҫленӗ. Вӗсен тӑкакӗ – 3,287 млрд тенкӗ. Экономика енчен ӑнӑҫлӑ компанисене илсен, вӗсем 30,792 млрд тенкӗ тупӑш туса илнӗ. Ун пек предприятисем республикӑра – 240. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Хамӑрӑн ентеше Владимир Тяптушкина кӗҫех «Ландыши. Такая нежная любовь» сериалӑн черетлӗ сезонӗнче курӑпӑр. Сериал экран ҫине «Ландыши. Вторая весна» ятпа тухӗ. Палӑртса хӑварар: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара ҫуралнӑ. Вӑл сериалӑн ҫӗнӗ сезонӗнче Демьян рольне вылять. Сӑмах май, ку кинопроект ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче чи лайӑххисен йышне кӗнӗ. Сериалӑн ҫӗнӗ сезонӗ экран ҫине ҫитес ҫул тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн Ӗнер каҫхине Шупашкарти Коммуналлӑ Слобода урамӗнче ача аварие ҫакланнӑ. Амӑшӗ 5 ҫулти хӗрӗпе юраман вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ та ҫӑмӑл машина тӗлне лекнӗ. Ҫакӑ паллӑ: 39 ҫулти водитель урӑ пулнӑ, алкотестер 0 кӑтартнӑ. Машина айне лекнисем — Шупашкара урӑх хуларан килнӗскерсем. Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗмӗрле хулинче Владимир Ильич Ленинӑн палӑкне… ҫӳп-ҫап купи ҫинче тупнӑ. Кунашкал сӑнӳкерчӗк вырӑнти пабликсенче курӑннӑ. «Ҫӗмӗрлери декоммунизаци: унта хула лапамӗнчи Ленин палӑкне свалкӑна янӑ», - тесе ҫырнӑ унта. Кивӗ монумента тӗп лапамран илсе пӑрахнӑ. Ун вырӑнне ҫӗннине лартнӑ, анчах вӑл калӑпӑшӗпе унчченхинчен пӗчӗкрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнче карас ҫыхӑнӑвӗн вышки ҫуннӑ. Инкек сӑлтавӗ — электрообрудовани юсавсӑрлӑхӗ. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Вут-ҫулӑм телекоммуникаци шкапӗнче алхаснӑ. Вырӑна пырса ҫитнӗ пушарпа кӗрешенкесем ҫулӑма хӑвӑрт сӳнтернӗ, ҫавна май пысӑк тӑкак тӳсмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 107-мӗш театр сезонне хупнӑ. Иртсе кайнӑ сезонта театрта ҫичӗ ҫӗнӗ спектакль кӑтартнӑ, культура учрежденийӗ пысӑк фестивальсене хутшӑннӑ, хӑй те калӑпӑшлӑ гастрольсем тата вӗренӳ проекчӗсем йӗркеленӗ. Театрта сезон хупӑннӑ хыҫҫӑн унта Хальхи вӑхӑтри ӳнерӗн II чӑваш биеннали иртӗ. Халӗ вара унта «Театрти ҫу» театр уйлӑхӗ ӗҫлет, унта ҫӳрекенсем мини-спектакль лартса парӗҫ. 108-мӗш сезон та театрта кӑсӑклӑ пуласса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Контактри" сӑн Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Кушник ялӗнче пурӑнакансем Иван Купала уявӗ ячӗпе пухӑннӑ. Унта ачасем язычествӑри хӑш-пӗр йӑла-йӗркепе паллашнӑ, кӑшӑлсем ҫыхнӑ, сиплӗ чей ӗҫнӗ. Кайран вара чечекрен ҫыхнӑ кӑшӑла пуҫа тӑхӑнса вӑйӑ картине тӑнӑ. Ҫапла аслисемпе ачасем Иван Купала уявне хаваслӑ ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Элтеперӗҫн пресс-секретарӗ Борис Краснов кӑҫал нарӑсӑн 10-мӗшӗнче ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн ку вырӑн пушӑ пулнӑ. Акӑ халӗ тинех, ҫур ҫултан, Элтепер валли пресс-секретарь тупӑннӑ. Ку пукана Григорий Буйлов йышӑннӑ. Вӑл Удмурт Республикинче Ижевск хулинче ҫуралнӑ. 1998 ҫултанпа медиара ӗҫленӗ, PR тата информаци сферинче тӗрлӗ должноҫ йышӑннӑ. Унӑн биографийӗ Севастополь кӗпӗрнаттӑрӗ пулнӑ Дмитрий Овсянниковпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |