Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш аграри университечӗн архивӗнчи сӑн Кӑҫал кӗркунне Ҫӗрпӳри аграри-технологи тухникумӗ 100 гектар ҫӗр ҫинче хӑмла лартӗ. Тӳрех палӑртса хӑвӑрар: республика кӑҫал хӑмла ӳстерессине аталантарма 130 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех грантсем, пӗтӗмпе 140 миллион ытла тенкӗ, парӗҫ. Хӑмла лартмалли лаптӑка сухаланӑ ӗнтӗ. Ҫулла унта шпалерсем вырнаҫтарӗҫ, кӗркунне вара 330 пин хунав лартӗҫ. 80 гектарӗ – Тӑвай округӗнче пулӗ. Патӑрьел тата Ҫӗрпӳ округӗсенче – 10-шар гектар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Николай Егоров патшалӑх пулӑшнипе хӑйӗн ӗҫне пуҫарса янӑ. Халӗ вӑл хӑй унччен ӗҫленӗ вырӑнтан пӑрахса кайнӑ. Паян арҫын хӑйӗн ӗҫ графикне хӑй пӗлнӗ пек йӗркелесе пырать. Фото тата видео ӳкерес опыт Николайӑн унчченех пулнӑ. Социаллӑ контрактпа ӗҫ пуҫараса яма май пурине илтсен вӑл ку майпа усӑ курас тенӗ. Патшалӑх укҫипе Николай кирлӗ оборудовани туяннӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, унӑн клиенчӗсен йышӗ ӳссех пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи 9-мӗш ҫурт картишне хӑтлӑлатса пӗтернӗ. Халӗ унта тӗлӗнмелле хитре. Строительсемпе пӗрле Шупашкарти Э. М. Юрьев ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗн хастарӗсем те ӗҫленӗ. Вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине тата чӑваш культурине халалланӑ стенд хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Нерядово ялӗнче хӗрлӗ армеецӑн Алексей Семенович Масловӑн ӳчӗн юлашкине пытарнӑ. Ӑна «Воин» шырав отрячӗ тупнӑ. Ҫав вырӑнта 1942 ҫулхи чӳк вӗҫӗнче 24-мӗш ҫар Дон патӗнче малалла кайса тӑшмана ҫавӑрса илме палӑртнӑ. Анчах операци ӑнӑҫсӑр иртнӗ, нимӗҫсем Дон урлӑ каҫса ҫӗнӗ позицисене йышӑннӑ. Алексей Маслов 1909 ҫулта ҫуралнӑ, авланнӑ, мӑшӑрӗпе 3 ача ӳстернӗ. Фронта ӑна 1942 ҫулхи ҫулла илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Комплекслӑ центр сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта ватӑсене чӑваш классикӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Литература классикӗн классикӗ» литература сехетне Константин Иванов ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине халалланӑ. Литература сехетне хальхинче те М. Шумилов ячӗллӗ вулавӑш ӗҫченӗ Наталья Хуморова йӗркеленӗ. Вӑл Константин Иванов ҫинчен кӑсӑклӑ нумай факт каласа кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Эрнекун, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Елчӗкре вӗрентекенсен семинарӗ иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, семинара пуҫламӑш шкул тата чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенӗсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем ӗҫпе ҫыхӑннӑ ҫивӗч таиа кулленхи ыйтусене сӳтсе явнӑ. |
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей банкӗн вдеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Артек» пӗтӗм тӗнчери ача-пӑча центрне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа 3 тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа кӑларассине Раҫҫей банкӗ пӗлтернӗ. «Артек» 1925 ҫулта Аю-Даг тӑвӗ айӗнчи 4 брезент палаткинчен пуҫланнӑ. Унран СССРти пионер лагерӗ пуҫланса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ене Тимур Ведерников килӗ. Кун пирки «Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтерет. Вӑл – «Привет, Андрей!», «Песни от всей души» кӑларӑмсене хутшӑнакан мусӑкҫӑ, «МузыкаВместе» проект авторӗ. Кӑларӑмсен йӗркелӳҫисем тӗрлӗ региона ҫитсе музыка роликӗсем ӳкереҫҫӗ. Халӗ вӗсем «Аслӑ ҫӗршывӑн юррисем» кӑларӑм хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавна май федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсене ҫитме палӑртнӑ Проект паян Чулхулара старт илет. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пултаруллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ҫынсем ҫакна эпир хатӗрленӗ роликсене курса ӗненӗҫ», — тенӗ Тимур Ведерников. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗн
![]() "Контактри" сӑн Канаш епархийӗнче Екатеринбургри «Союз» православи телеканалӗн ӳкерӳ ушкӑнӗ пулнӑ. Чӑваш Енре вӗсем икӗ кун ирттернӗ. Ҫав вӑхӑтра Шӑхасанти Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвӗнче, вырӑнти сӑваплӑ ҫӑлкуҫ патӗнче сюжетсем ӳкернӗ. Ӳкерӳ ӗҫне Шӑхасанти 6-мӗш «Б» православи класӗн ачисем те хутшӑннӑ. Турӑ Амӑшӗн Хусан турӑшӗн чиркӗвне халалланӑ кӑларӑм ҫулла эфира тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре пурӑнакансенчен 70 проценчӗ пирӗн ҫӗршыва мигрантсем килнине сахаллаттарасшӑн. Ҫакӑн пекрех пӗтӗмлетме пулать нумаях пулмасть ирттернӗ ыйтӑм тӑрӑх. Ыйтӑма «Левада-центр» (иноагент) йӗркеленӗ-мӗн. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 66 проценчӗ мигрантсем преступлени шутне ӳстереҫҫе тесе шухӑшлаҫҫӗ, 70 проценчӗ ҫӗршыв Правительствин мигрантсем килессине урӑхларах йӗркелемелле тесе шухӑшлать иккен. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 52 проценчӗ мигрантсем Раҫҫей культурине начар витӗм кӳреҫҫе тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.