Экономика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри алӑк туса кӑларакан «Гармония» компани хӑйӗн продукцине Перси заливӗнчи ҫӗршывсене, ҫав шутра Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсене, ӑсатасшӑн. Чӑваш Енри компани Екатеринбургра утӑ уйӑхӗн 7-10-мӗшӗсенче иртекен «Иннопром» пӗтӗм тӗнчери промышленность куравне республика делегацийӗпе пӗрле хутшӑнать. Унта вӑл «Majdalina Group» компанипе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри компани хӑйӗн проекчӗсене Перси заливӗнчи ҫӗршывсенче, ҫав шутра маларах эпир асӑннӑ Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенче, пурнӑҫа кӗртесшӗн. «Гармония» компанин производстви Ҫӗрпӳре, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ. Предприяти хӑйӗн продукцине Казахстана, Грузине, Таджикистана, Каркӑстана ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫӗнӗ транспорт прокурорне ҫирӗплетнӗ. Паян унпа Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева паллаштарнӑ. Республикӑн Правительство ҫуртӗнчи тӗлпулура Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт прокурорӗ, юстицин аслӑ канашҫи Максим Суров Дмитрий Широковпа паллаштарнӑ. «Дмитрий МихайловичЧӑваш Республикин ваҫ органӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлесшӗн», - палӑртса хӑварна хӑйӗн сӑмахӗнче Максим Суров. Дмитрий Широков унччен Херсон облаҫӗнчи Геническ районӗнче прокурорта ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ округӗнчи Тӗнсӗр ялӗнче пушарнӑйсем 20 вӗллене ҫӑлнӑ. Ку инкек утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче кӑҫхине пулнӑ. Пушар ял хӗрринчи никам та пурӑнман ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑма 8 ҫӑлавҫӑ, икӗ техника сӳнтернӗ. Вӗсем кӳршӗре вырнаҫнӑ утара ҫӑлса хӑварнӑ. Унти 20 вӗллене ҫунса кайма паман. Ҫӗрле вара Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫутӑ лампочки ҫуннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл юрӑхсӑра тухнӑскер пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сайтри сӑн Тӑвай округӗнчи Сӑхӑтпуҫ ялӗнче пурӑнакан Анна Наумова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Анна Алексеевна Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснер ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче торф предприятийӗнче ӗҫленӗ, унтан – колхозра. Ӗҫре хастар пулнӑшӑн ӑна Тӑвай районӗн «Хисеп кӗнекине» кӗртнӗ, Хӗрлӗ Ӗҫ Ялавӑн орденӗпе чысланӑ. Анна Алексеевна 7 ача ҫуратнӑ. Халӗ унӑн 18 мӑнук, 24 кӗҫӗн мӑнук тата кӗҫӗн мӑнукӗн 1 ачи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() novo-sibirsk.ru сайтри сӑн Шупашкарта икӗ кунра 2 ача чӳречерен ӳкнӗ. Телее, аманнӑ кӑна. Иккӗшне те прульницӑна илсе кайнӑ, вӗсене тухтӑрсем пулӑшу кӳнӗ. Ӗнер каҫхи 8 сехетре Ҫӗнтерӳ тӳремӗнчи ҫуртри 3-мӗш хутри чӳречерен 5 ҫулти арҫын ача тухса ӳкнӗ. Паян ирхине вара Хевеш урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра 3-ри ача чӳречерен ӳкнӗ. Вӑл чӳрече айӗнче ҫӗр ҫинче выртнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Вӑл та 3-мӗш хутран ӳкнӗ. Ҫакӑ паллӑ: хаттерте 2014 тата 2017 ҫулсенче ҫуралнӑ тепӗр икӗ ача пулнӑ, вӗсен амӑшӗ вара ирхине ӗҫе тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри мӗнпур МИХа пер медиахолдинга пӗрлештерӗҫ. Кун пирки паян республикӑн Цифра аталанӑвӗн министерстви влаҫ органӗсен официалла порталӗнче хыпарланӑ. Республикӑри тата округри МИХсен тӗп редакторӗсене цифра аталанӑвӗн министрӗпе Михаил Степановпа тата Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗпе — Пресс-служба тата протокол управленийӗн пуҫлӑхӗпе Юляи Стрйоковӑпа тӗл пулӑва чӗннӗ. Унта сӳтсе явнӑ ыйтусенчен пӗри — медиахолдинг туса хурасси. Округри хаҫатсем «Хыпар» издательство ҫурчӗн йышне кӗме пуҫланӑ ӗнтӗ. 2025 ҫулта ку ӗҫ малалла тӑсӑлӗ. Тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх, «бизнес-процессене тата вёртскӑна централизацилени вырӑнсенче паха контент хатӗрлессипе ҫине тӑма» май парӗ. Штата чакармӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() "Правда ПФО" сайтра вырнаҫтарнӑ скриншот Кӳкеҫри ӑс-тӑн енчен ача-пӑчан интернат-ҫуртне сӳтекене тупнӑ. Ӗҫ хакӗ — 2,68 миллион тенкӗ. Маларах ҫав хака 3,7 хут пысӑкрах палӑртнӑ. Унччен ӗҫшӗн 10,077 миллион тенкӗ тӳлеме палӑртнӑ. Ҫапла вара 7,38 миллион тенкӗ перекетлесе хӑварӗҫ. Кӳкеҫри Первомайски урамри 14-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ корпуса «Альбатрос» тулли мар яваплӑ общество сӳтме килӗшнӗ. Хысна учрежденийӗн тӗп корпусне 2022 ҫултах сӳтме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Wi-Fi точкисене сарасшӑн. Вӗсем урлӑ интернета тӳлевсӗр тухма май килӗ. Чӑваш Енре, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, дронсене вӗҫтернӗрен мобильлӗ интернет ҫыхӑнӑвне час-часах пӗчӗклетеҫҫӗ. Ҫавна пула онлайн-тӳлевсемпе сервиссемпе уса курма йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫавна май ҫынсене усӑ курма тӳлевсӗр Wi-Fi-точкӑсен шутне ӳстереҫҫӗ. Wi-Fi па усӑ курнӑ чухне пӗлекен сетьсемпе ҫеҫ ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ. Мобильлӗ ҫыхӑнӑва сӳнтерне вӑхӑтра аппаратсене 2G ҫыхӑну ҫине куҫма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вулавӑш проекчӗ Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи Агния Барто ячӗллӗ вулавӑша нихӑҫан та тӗплӗн юсаман. Халӗ вара ку ӗҫе пуҫӑннӑ. Ӑна тӗпрен юсаса ҫӗнетме 14 миллиона яхӑн тенкӗ тӑкаклӗҫ. Хула хыснинчен юсав тума 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫавӑн пекех вулавӑш «Культура» нацпроектпа килӗшӳллӗн федераци конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, пурлӑха ҫӗнетме 7,9 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Паян, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Красноармейски округӗнчи Янмурҫин ялӗнче пурӑнакан Ивановсене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Геннадий Ивановичпа Галина Георгиевна 1972 ҫулта паллашнӑ. Ҫапла 52 ҫул пӗрле вӗсем. Иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗ. Геннадий Иванович механизаторта 47 ҫул ӗҫленӗ, Галина Георгиевна вӗрентекенре 38 ҫул тӑрӑшнӑ. Ивановсен – 3 хӗр, кашни аслӑ пӗлӳ илнӗ, пӗри амӑшӗн ҫулӗпе кайса вӗрентекен пулнӑ. Ивановсем ахаль ларма юратмаҫҫӗ, вӗсем ҫулӗсене пӑхмасӑр пахча ӗҫлеҫҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх тытаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |