Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Псков облаҫӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хыпарсӑр ҫухалнӑ салтакӑн ут юлашкине тупнӑ. Халӗ унӑн тӑванӗсене шыраҫҫӗ.

Скрипченко Анатолий Григорьевич 1944 ҫулта хыпарсӑр ҫухалнӑ. Вӑл Ленинград тата 3-мӗш Прибалтика фрончӗсенчен ҫапӑҫнӑ. 1944 ҫулта 128-мӗш дивизи Псков облаҫне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Архив даннӑйӗсем тӑрӑх, дивизи нумай салтака ҫухатнӑ.

Скрипченко Анатолий вӑрҫа 1942 ҫулта Канашран кайнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Анна Яковлевна Канашри 3062-мӗш госпитальте медсестрара ӗҫленӗ. Вӗсен пӗр хӗр пулнӑ. Анатолий Григорьевич вилни пирки амӑшне 1944 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пӗлтернӗ, унта ывӑлӗ ҫурлан 10-мӗшӗнче вилнини хыпарланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере тата ӑшӑрах пулӗ. Эрне вӗҫнелле кӑнтӑрла термометр 30 градус кӑтартӗ. Каҫхине те 15-20 градус ӑшӑ пулӗ.

Кӗҫнерникун кӑна пӗлӗтсем курӑнма тытӑнӗҫ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарать. Ҫапах шӑрӑх чакмӗ. Канмалли кунсенче ҫумӑр пулмӗ, кӑшт пӗлӗтленӗ, ҫил вӑйланӗ.

Чи шӑрӑх кунсем ҫӗртмен 1-2-мӗшӗсенче пулӗҫ. Ун чухне термометр сулхӑнра та 31-33 градус кӑтартӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере республикӑна сивӗрех сывлӑш килӗ.

 

Хулара
Ҫӗнӗ маршрут
Ҫӗнӗ маршрут

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫӳрекен 61-мӗш троллейбус кӑштах маршрутне улӑштарӗ. Троллейбуссем «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ патӗнчен Эгер бульварне, Ҫӗнӗ автовокзал енне, пӑрӑнмӗҫ, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе кайса «Пичет ҫурчӗ» патӗнчен иртӗҫ. Малалла хальхи маршрутпах кайӗҫ.

Маршрут ҫинче 14 троллейбус ӗҫлет. 2 транспорт резервра пулмалла. Аса илтерер: вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона Шупашкарти Медицина центрӗпе ҫыхӑнтарать.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ҫулпа пынӑ чухне пӗр трактора асӑрханӑ.

Анатри Кушмара ялӗнче экипажа хирӗҫ мини-трактор сиксе тухнӑ. Ҫивӗч куҫлӑ инспекторсем тракторист хӗрӗнкине тӳрех сиснӗ.

Чӑнкасси ялӗнче пурӑнакан 63 ҫудлти арҫын ике ҫул каялла хӗрӗнкӗ пуҫпа пӗрре ҫакланнӑ-мӗн, халӗ вӑл каллех ӗҫне пуҫпа руль умнк ларнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121/6760 сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкарта 16 сехет те 45 минутра, васкалӑ пулӑшу машини велосипедпа ярӑнакан ачана амантнӑ.

Ачса тротуарпа ярӑнса пынӑ иккен. Хулари 1-мӗш клиника пульницин территорине кӗрекен тухтӑрсен машини ачана пырса лектернӗ. 6-мӗш класра вӗренекен ача чӗркуҫҫине ыраттарнӑ, ӳтне чӗрсе янӑ. Арсын ачана ача-пӑча пульницине илсе кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/6760
 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Каҫал тӑрӑхӗнче ватӑ ҫынсене ялти тухтӑр урама утма илсе тухнӑ. Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Кайнлӑк ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗн заведующийӗ Инна Алякина «Хастар вӑрӑм ӗмӗр» шкул йӗркеленӗ. Ҫавна май вӑл ял ҫыннисене скандинави мелӗпе утма тухма хавхалантарать.

Фельдшер ҫынсене икӗ алла пӗрер туя тытса утни чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмне лайӑхрах ӗҫлеттернине, мышцӑсене ҫирӗплетнине каласа кӑтартать.

 

Хулара

Шупашкарти Лапсар проездне тинех юсама пуҫланӑ. Шӑтӑк-путӑкла ҫав ҫул пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Нумаях пулмасть лав вырӑнтан хускалнӑ.

Чӑваш Енӗн Строительство министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫне ҫанталӑк май парсан тӳрех тытӑннӑ. «Объект ҫав тӑрӑхри районсенче пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, экономикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ», — тесе хыпарлать маларах асӑннӑ ведомство. Унта пысӑк промышленность предприятийӗсем вырнаҫнӑ.

 

Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Николай Семёновпа Зоя Илларионова режиссерсем ӳкернӗ «Парӑм» фильма Шупашкарта иртекен Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль программине кӗртнӗ. Тӗп роле Зоя Илларионова калӑплать. Ӑна ыран, ҫy yйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫамрӑксен театрӗн пысӑк залӗнче 18:00 сехетре курма май пулать. Тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ.

Сюжечӗ интереслӗ: хӗрарӑма тухтӑpceм усал шыҫӑ атланнине пӗлтернӗ. Вӑл вара вилнӗ амӑшне тӗлӗкре пӗрмай курать. Лешӗ парӑма татма тата анатри чӑвашсен йӑлине пӑхӑнма ыйтать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкартан Чулхулана кайма тухнӑ автобус паян инкеке лекнӗ. Транспортра экскурсие кайма тухнӑ шкул ачисем ларса пынӑ. Автобус Чулхулана ҫитеспе умри ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.

Ачасене вӑхӑтлӑха ҫывӑхри шкула вырнаҫтарнӑ. Унтан вӗсене Шупашкара илсе килнӗ. Ачасем шар курман.

Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, машинӑсем те ытлашши шар курман.

 

Вӗренӳ
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Прокуратура Тӑвай округӗнчи Енӗш Нӑрваш шкулӗнче мӗн пулса иртнине тӗрӗслӗ.

Сӑлтавӗ акӑ мӗнре: юлашки шӑнкӑравра шкулта 10-мӗш класра вӗренекен пӗр хӗрача тухса калаҫнӑ чухне ӑна директор тата хӑш-пӗр учитель сӑмахсемпе кӳрентернине пӗлтернӗ. Видеона тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Ӑна Интернет хӑрушсӑрлӑхӗн лигин пуҫлӑхӗ Екатерина Мизулина асӑрханӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, ... 3917
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ушкӑнран уйрӑлса лидер пулас килӗ. Плансене пурнӑҫлам, хӑвӑр палӑртнӑ ҫулпа утма тӑрӑшӑр. Халӗ палӑртнине пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт. Юратнӑ ҫынна тимлӗх ытларах уйӑрӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринчеч романтикӑллӑ тӗлпулу пулӗ тен.

Ҫӗртме, 16

2007
18
Корольков Василий Антонович, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доценчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...